Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Чутай пикине» палӑртнӑ. Унта кӑҫал пилӗк пике хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне, чӑваш чӗлхине, халӑх йӑлине мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ.
Малтанах «Визит карточки» пулнӑ, хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Кайран чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсемех хатӗрленӗ.
Кӑҫал «Чутай пики» ята Татьяна Мурайкина ҫӗнсе илнӗ. Куракансем Анна Сармандейкинӑна кӑмӑлланӑ. «Хӳхӗм пике» номинацире Анастасия Фондеркина ҫӗнтернӗ. «Ҫепӗҫ пике» вара — Татьяна Ефремова. «Ӑс пике» номинацире Карина Селянкина мала тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫе, Татьяна Мурайкинӑна, Чӑваш наци конгресӗ Крымра канмашкӑн сертификат панӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Василий Никифорович Спиридонов — Эрченешӗн (1922–1975) «Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр» кӗнекин хӑтлавӗ пулчӗ. Кӗнекене автор 1937–1974 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем тата «Иккӗмӗш тӗлпулу» калав кӗнӗ.
Василий Эрченеш Канашри педагогика училищинчен, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, нумай вӑхӑт хушши Паньтӑкри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ, директор ҫумӗ тата директор пулса ӗҫленӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫӑн иккӗмӗш степенлӗ орденӗпе тата «За отвагу» медаль парса чысланӑ.
Кӗнеке алҫырӑвӗ 40 ҫул кӗнекен тухасса кӗтсе выртнӑ. Ӑна Зоя Сергеевна Спиридонова — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, сӑвӑҫ, юрӑҫ тата композитор — поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнипе кун ҫути кӑтартнӑ.
Хӑтлава Василий Эрченешӗн ҫывӑх тӑванӗсем, вӑл вӗрентнӗ вӗренекенсем,пӗрле ӗҫленӗ учительсем, Хӗрлӗ Чутай райадминистаци элчисем хутшӑнчӗҫ, поэт пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ. Пухӑннисене Эльвира Яковлева ертсе пыракан Ҫӗньял ансамблӗ юрӑ-ташӑ парнелерӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта виҫӗ кун каялла, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗн, педагогика ӗҫӗн ветеранӗн Севастиан Архиповӑн асӑну хӑмине уҫнӑ.
Митинга хутшӑннисем хушшинче поэтсем ҫыравҫӑсем, искусство ӗҫченӗсем, тӳре-шара, Севастиан Михайловичӑн тӑван-пӗтенӗ, ял ҫыннисем, ачалӑхри юлташӗ тата ыттисем пулнӑ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов хисеплӗ педагога ырласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Севастиан Архипов, чӑн та, кӑна тивӗҫ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, вӑл 1921 ҫулта Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. 1962–1981 ҫулсенче Севастиан Михайлович Юманайри вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ.
Патӑрьел районӗнчи ялсене пӑралуксӑр интернет ҫитнӗ. Ҫакна «Ростелеком» компани «Устранение цифрового неравенства» (чӑв. Цифрӑри танмарлӑха пӗтересси) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май асӑннӑ районти пӗчӗк ялсенче тӗнче тетелне кӗмелли 18 точка хута янӑ.
Wi-Fi точкисем Пӑлапуҫ Нурӑс, Ишлӗ, Именкасси, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тикеш, Еншик, Чӑваш Ишекӗ, Пӳртлӗ, Каншел, Анат Чакӑ, Сител, Тури Тӑрмӑш, Анат Тӑрмӑш, Вӑтаел, Тӗрӗньел, Ҫӑл Атӑк, Ксыл-Камыш, Тури Чакӑ ялӗсене вырнаҫтарнӑ. Ун валли 100 километр оптика тӑснӑ. Wi-Fi сигналне 100 метрта тытма пулать. Ун валли асӑннӑ модульлӗ карас телефонӗсем, смартфонсем, ноутбуксем, планшетсем тата ытти ҫавӑн йышши хатӗр кирлӗ.
Иртнӗ ҫул Wi-Fi точкисене Муркаш тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи 18 яла вырнаҫтарнӑ. 2018 ҫул вӗҫлениччен 328 яла ун пеккисене ҫитересшӗн.
Вӗсен хушшинче такам та пулчӗ: вӗрентекенӗ те, вӗренекенӗ те, пуҫлӑхӗ те, пуҫлӑха пӑхӑнаканӗ те, библиотекарӗ те, калем ӑсти те, авторӗ те, авторӗн геройӗ те. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн пултаруллӑ ҫыннисем) интернет-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслани пирки.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян иртнӗ темиҫе мероприятирен пӗри шӑпах ҫакӑ пулчӗ те. Ӑна республикӑн парламент пурнӑҫне 20 ҫул ҫутатса тӑракан пичет кӑларӑмӗ хӑйӗн 20 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел евӗр йӗркелерӗ.
Ҫур ҫула тӑсӑлнӑ интернет-конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та пулса иртрӗ. Ҫӗнтерес тесе хӑш-пӗр автор хальхи интернет технологийӗсемпе усӑ курса хӑйшӗн суя сасӑсем хушма пӑхрӗ. Теприсем конкурента сирес тесе те ҫапла хӑтланчӗҫ пулмалла. Апла-и, капла-и, чи-чи лайӑх материал авторӗсене палӑртрӗҫ-палӑртрӗҫех. Кашни районтан пӗрер ҫынна чысларӗҫ паян. Вӗсенчен чи-чисене, абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене, ик автора уйӑрса илчӗҫ. Ку ята Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркассинчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗ Светлана Храмова тата Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑшри сектор заведующийӗ Наталья Мазюкова тивӗҫрӗҫ.
«Кӗмӗл сасӑ» фестивале 2000-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче 17-мӗш 15–35 ҫулсенчи 35 юрӑҫ «Кӗмӗл сасӑ-2016» фестиваль-конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Вӗсен шутӗнче: Иркутскпа Ямал-Ненец автономи округӗнчен, Екатеринбургран, Челепирен, Самартан, Ӗренпуртан, Тутарстанпа Пушкӑртстанран, Пензӑран, Мурманскран тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи 15 ҫамрӑк фестивале хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Гала концертра юрӑҫсене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев саламласа пурне те ӑнӑҫусем суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче 5 юрӑҫ пулнӑ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗшӗн парнесем тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль ҫӗнтерӳҫин ятне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыкӑпа ӳнер факультечӗн 1-мӗш курс студентки Наталия Соловьева тивӗҫнӗ. Гран-при тивӗҫнӗ Наталияна планшет, Крыма кайма путевка тата тухъя парнеленӗ.
Иртнӗ ҫул Хӗрлӗ Чутай районӗнчи администраци ҫумӗнчи культура, спорт тата архив уйрӑмӗ Александр Самсонов ертсе пынипе республика пуҫлӑхӗн культурӑпа ӳнере пулӑшас енӗпе йӗркеленӗ конкурса «Мы помним, мы гордимся!» (чӑв. Эпир астӑватпӑр, эпир мухтанатпӑр!) ятлӑ проект тӑратнӑ, грант ҫӗнсе илнӗ.
Проекта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Логиновпа Иван Индряков Совет Союзӗн Паттӑрӗсене тата ҫак районта кун ҫути курнӑ пӗрремӗш ракетчиксене — Алексей Захаров, Иван Коннов тата Степан Плисов халалланӑ. Грантпа усӑ курса «Наши земляки-первые ракетчики Чувашии» (чӑв. Пирӗн ентешсем — Чӑвашри пӗрремӗш ракетчиксем), Иван Индряковпа Алексей Логинов кун-ҫулне сӑнлакан брошюрӑсем пичетленӗ, темиҫе районта вырӑнти артистсемпе хатӗрленӗ патриотикӑлла концерт программипе сцена ҫине тухнӑ. Концертне ятарлӑ диск ҫине ҫырса пичетленӗ. Асӑннӑ паттӑрсем — Индряков та, Логинов та — пуш уйӑхӗнче ҫуралнӑ: Захаров 5-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ, Иван Коннов ракетчик вара пушӑн 17-мӗшӗнче пурӑннӑ пулсан 100 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.
Шӑпах ҫавӑнпа ӗнер хӑнасем районти музей залне пуҫтарӑннӑ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗ ҫур ҫула ҫитрӗ: тата тепӗр уйӑхран вӑл хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тытӑнӗ. Кашни номинацире — вӗсем пӗтӗмпе ҫиччӗ — лайӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем шутне кӗме пултаракан ӗҫсем пур. Куракансем кӑмӑлласа пӑхакан видеосем те сахал мар. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Настя Федорова, Ямашри Филимоновсем, Ӗпхӳ хӗрачи Анна Михайлова, Комсомольски тӑрӑхӗнчи Аслӑ Чурачӑк ачи Сергей Лукиянов куравсем шучӗпе малтисен шутӗнче пыраҫҫӗ. Халӑх вӗсене юратса пӑхать.
Ҫавӑн пекех конкурса ӗнер чи пӗчӗк хӗрача Ульяна Михеева калакан «Параппан» сӑвӑ ҫитрӗ. Ульяна 3 ҫулта, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрет. Унӑн воспитателӗнчен Лина Паркинӑран килнӗ ҫак ӗҫ шӑпах 50-мӗш пулчӗ. Ку конкурса Хӗрлӗ Чутайсем питӗ хастар хутшӑнаҫҫӗ, вӗсене уйрӑммӑн тав тӑвас килет.
Аса илтерӗпӗр, конкурс ака уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗшӗччен пырать. Ӑна Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра цифра телекуравӗ вӑйлӑ аталанса пырать. Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗн Чӑваш Енри филиалӗ цифра эфирне юлашки вӑхӑтра икӗ мультиплекспа ӗҫлеттерсе янине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш мультиплексри каналсене Хӗрлӗ Чутай тата Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансем курма тытӑннӑччӗ.
Пӗрремӗш мультиплекс халӗ Шупашкар районне те ҫитнӗ. Тӳррипе каласан, вӑл тӑрӑхрисенчен хӑшӗсем ӑна маларах та тытатчӗҫ-ха. Анчах сигнал Ҫӗрпӳрен тата Шупашкартан килетчӗ. Халӗ, ав, цифра телекуравӗ тата ытларах ҫемьене ҫитӗ. Анчах ун валли DVB-T2 стандартлӑ телевизор е ун йышши антенна кирлӗ тата дециметр диапазонлӑ антенна туянмалла.Пӗрремӗш мультиплексри каналсене 46-мӗш телеканалта тытма пулать.
Пӗрремӗш пультиплекс вунӑ телеканала трансляцилет. Ҫывӑх вӑхӑтра унта иккӗмӗш мультиплекса та ӗҫлеттерсе ярӗҫ, тен. Унта та, сӑмах май, вунӑ канал.
Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене 8 800 220 2002 тӳлевсӗр номерпе е 8(8352) 48-74-47 номерпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать.
Трак енре Нестер Янкас ячӗллӗ Преми парас тӗлӗшпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ пулнӑ (председателӗ — В.М.Михайлов таврапӗлӳҫӗ). Чӑваш литературипе ӳнерне тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2015 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнỹсем тунӑшӑн районти Н. Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн хисеплӗ ятне тата лауреатӑн чыслав паллине (медальне) ҫак коллективсемпе уйрӑм ҫынсене пама йышӑннӑ:
• Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрне (ертӳҫи — К. И. Васильева);
• Кӗҫӗн Шетмӗ кану центрне (менеджерӗ — В. И. Петрова);
• Николай Семенович Семенов (Ҫемен Эреш) сӑвӑҫа;
• Геннадий Гурьевич Гурьев алӑстине;
• Роза Трофимовна Деменцовӑна, «Чӑваш Ен» наци телередиокомпанийӗн радиовещани аслӑ редакторне.
Сӑмах май, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн хисеплӗ ятне 1990 ҫултанпа 62 уйрӑм ҫынпа 18 коллектив илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Вӗсен шутӗнче Юрий Сементерпе Николай Карай сӑвӑҫсем, Юхма Мишши ҫыравҫӑ, Эдисон Патмар фольклорҫӑ, Клементий Владимировпа Станислав Юхтар художниксем, Геннадий Юмарт тӗпчевҫӗ, Измаил Исемпек журналист, Зоя Нестерова ҫыравҫӑ, Юрий Листопад журналист, Роза Деменцова телерадиожурналист тата ытти те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |